Хушăлкари вăтам шкулта «Пуҫламӑш шкулпа сывпуллашни» уяв иртнĕ. Тӑваттăмĕш класра вӗренекенсен пурнӑҫӗнче ку питӗ пысӑк пулăм. Ҫак кун ачалӑх ҫинчен, вӑл майӗпен асаилӳсенче ҫеҫ юлни ҫинчен, вӑтам шкула куҫасси – вӗренӳ ҫулӗ ҫинчи пысӑк тапхӑрсенчен пӗри пулни ҫинчен нумай калаҫнă.
Тӑватӑ ҫул каялла ачасем пӗрремӗш хут шкул алӑк урати урлӑ каҫнă. Ҫак уяв кунӗнче вара ачасене кӑштах салхуллӑрах, анчах ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ та пулнă. Хӑйӗн пӗрремӗш учителӗпе – Е. В. Павловапа савӑнӑҫлӑн уйрӑлмалла, мӗншӗн тесен пурте ҫитӗннӗ, ӑслăланнӑ, нумай вӗреннӗ, малта вӗсене ҫӗнӗ паллашусем, ҫӗнӗ учительсемпе тӗл пулусем кӗтеҫҫӗ. Ырӑ ҫул пултӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.