Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
3 Июнӗн 2022, 09:10

Шкултанах математикăна юратнă

Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти математика учителӗ Снежана Семенова мӗн ачаранпах учитель пулатăп тесе шутланӑ.  

Шкултанах математикăна юратнă
Шкултанах математикăна юратнă

Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти математика учителӗ Снежана Семенова мӗн ачаранпах учитель пулатăп тесе шутланӑ.

Снежана Владимировна мӗн ачаранпах учитель ĕçне курса ÿснĕ. Унӑн куҫӗ умӗнче яланах тӗслӗх пулнӑ — пуҫламӑш классен учителӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан амӑшӗ Любовь Анатольевна.

— Мӗн ачаранпах анне уроксене хаваслансах хатӗрленнине кураттӑм: мультфильм персонажӗсем ӳкерет, вӗсене касса кӑларать, ачасене валеҫмелли материал хатӗрлет, ҫаксене пурне те алӑпа тунă, ун чухне компьютерсемпе принтерсем сайра тӗл пулатчĕç вӗт.

Шкулта Снежана математика урокӗсене кӑмӑлланă, ҫакӑ унӑн юратнӑ учителӗпе ҫыхӑннӑ, вӑл тӗрӗс наукӑсене юратма пуҫланӑ. Класс ертӳҫи тата математика учителӗ Светлана Галеевна Саватнеева уншăн тĕслĕх пулнӑ.

— Вӑл тӗрӗс те ҫирӗп пулни мана килӗшетчĕ. Унӑн урокӗсене хаваслансах хатӗрленеттĕм, мӗнле те пулин кирлӗ япалана сиктерсе хӑварас мар тесе, ун куҫӗнчен тинкерсе пӑхаттăм. "Пайсем" темăна тӗпченӗ чухне эпир панулмипе апельсина пайӑн-пайӑн пайланине халӗ те аса илетӗп, — аса илет Снежана Владимировна.

2005 ҫулта Снежана Çирĕклĕ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ та Белебейри педагогика колледжне вӗренме кӗнӗ. 2010 ҫулта тӑван шкулта математика учителӗнче ӗҫ ҫулӗ пуҫланнӑ. Уфари М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетне куçан мар отделенине кайнӑ, 2014 ҫулта аслӑ вӗренӳ ҫинчен диплом илнӗ. 2013 ҫултанпа вара Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вăй хурать.

Шкулта ӗҫленĕ 12 ҫул хыҫа юлнă. Снежана Владимировнашăн шкулта кашни кун пĕр-пĕрне ăшаман, кашни самант — мӗн те пулин ҫӗннине, интереслине шырани, пӗрмаях таврари ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулма, хӑйӗн энергине, пӗлӗвне парнелеме васкамалла.

Ӗҫ ҫулӗсенче Снежана Семенова нумай наградӑна тивӗҫнӗ: 2019 ҫулта вӗренӳ пайӗн хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ; 2020 ҫулта "Ҫамрӑк педагог" республикӑри конкурса хутшӑннӑ, Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грантне илнӗ.

— Тӑван Çирĕклĕ шкулӗн учителӗсене пурне те чӗререн тав тӑватӑп. Манӑн девиз ӗмӗр тӑршшӗпех: "Вӗрентмелле, вӗренмелле, пурăнмалла, кашни куншăн савӑнмалла!"— вӗҫлет Снежана Владимировна.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Снежана Семенован архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Шкултанах математикăна юратнă
Шкултанах математикăна юратнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: