Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
9 Июнӗн 2022, 21:39

Иглинри шкул ачи химипе ППЭ парса 100 балл илнӗ

Майӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ пӗрремӗш экзаменсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра 20 шкул ачи 100 баллӑх ЕГЭ панӑ: химипе - 19, литературӑпа - 1.

"Иглинские вести" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Иглинти 3-мĕш шкула вĕренсе пĕтернĕ Аделина Нусратуллина, ЕГЭ химипе 100 бала панӑ.
Майӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ пӗрремӗш экзаменсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра 20 шкул ачи 100 баллӑх ЕГЭ панӑ: химипе - 19, литературӑпа - 1.
Аделина Нусратуллина шкулта вӗреннӗ ҫулсенче вӗренӳри лайӑх ҫитӗнӳсемшӗн мухтав листисемпе наградӑланнӑ. 2021 ҫулта художество шкулӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă.
Аделина Пушкӑрт патшалӑх медицина университетне кӗме ӗмӗтленет, вӑл врач пуласшăн.
"МГ" информацийĕпе.

Иглинри шкул ачи химипе ППЭ парса 100 балл илнӗ
Иглинри шкул ачи химипе ППЭ парса 100 балл илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: