Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Июнӗн 2022, 17:02

2022 ҫулта Пушкӑртстанри аслӑ шкулсем 13 465 абитуриента бюджет вырăнне илӗҫ

Пӗтӗм Раҫҫей Федерацийӗпе бюджет вырӑнӗсенчен ытларах инженер, педагогика тата медицина специальноҫӗсем валли уйӑрнӑ.

2022 ҫулта Пушкӑртстанри аслӑ шкулсем 13 465 абитуриента бюджет вырăнне илӗҫ
2022 ҫулта Пушкӑртстанри аслӑ шкулсем 13 465 абитуриента бюджет вырăнне илӗҫ

Пушкӑртстан Республикинчи аслӑ шкулсене йышӑнмалли кампани июнӗн 20-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пуҫланса июлӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Раҫҫейри аслӑ шкулсенче тата вӗсен филиалӗсенче йышăну кампани ҫав вӑхӑтрах иртӗ. Раҫҫейре бюджет вырӑнӗсен шучӗ пур ҫӗрте те пысӑкланнӑ, ҫав хушӑрах вӗсенчен 73 процентне регионти аслӑ шкулсене параҫҫӗ. Шкултан вӗренсе тухакансен 64 проценчӗ ытла бюджет вырӑнӗсене кӗме пултарать – 588 044 вырӑн уйӑрнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫей Федерацийӗпе бюджет вырӑнӗсенчен ытларах инженер, педагогика тата медицина специальноҫӗсем валли уйӑрнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ профессисен представителӗсем ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн импорта улӑштарассине тата тухӑҫлӑ аталанассине хӑвӑртлатма чи кирлисем.

 

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

2022 ҫулта Пушкӑртстанри аслӑ шкулсем 13 465 абитуриента бюджет вырăнне илӗҫ
2022 ҫулта Пушкӑртстанри аслӑ шкулсем 13 465 абитуриента бюджет вырăнне илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: