ППЭ-2022 обязательнӑй предметсемпе: вырӑс чӗлхипе тата математикăпа база тата профиль шайӗнчи итогсем паллӑ пулчӗҫ. Ҫак дисциплинӑсем тӑрӑх аттестаци ӗҫне ачасем тӗп тапхӑрти тӗп кунсенче ҫырнӑ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра вырăс чӗлхипе ППЭ 15 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. 100 балл результатне 12 вӗренекен кӑтартнӑ.
Ачасем кӑҫал аналитика пултарулӑхне аталантарнине палӑртаҫҫӗ, сакă сочиненисене ҫырнин результачӗсем тӑрӑх курăнать. Ҫавӑн пекех ачасем кӑҫал орфографие тӗрӗслеме заданисене пурнӑҫланӑ чухне пысӑк баллсем илнине палӑртнӑ.
ППЭ база шайӗнчи математикӑпа 7259 ҫын ҫырнӑ. Вӗренсе тухакансем практикӑпа ориентирлӑ заданисене, ҫав шутра геометри заданийӗсемпе задачӑсене, чӑн пурнӑҫри экономика тытăмĕллисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Унта хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ диаграммӑсем, графиксем, таблицӑсем евӗр кӑтартнӑ информацие тишкерме заданисене пурнӑҫланӑ тата логика тӗлӗшӗнчен тишкерме пӗлнине кӑтартнӑ.
Профиль шайӗнчи математикăпа 8432 ҫын экзамен ҫырнӑ. 100 балл 13 вӗренекен пухнӑ.
«МГ» информацийĕпе.