Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Июлӗн 2022, 22:41

8-11 классенче вӗренекенсем программӑлама тӳлевсӗр вĕренме пултарӗҫ

Ҫитес ҫулсенче ачасен шучӗ 240 пин таран ӳсӗ.

8-11 классенче вӗренекенсем программӑлама тӳлевсӗр вĕренме пултарӗҫ
8-11 классенче вӗренекенсем программӑлама тӳлевсӗр вĕренме пултарӗҫ

Раҫҫей шкулӗсен 8-11 класӗсенче вӗренекенсем хальхи чӗлхесене программӑлама вӗрентекен икӗ ҫул хушши хушма курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ. Субсиди парасси ҫинчен калакан постановление правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта программӑсем тӑрӑх тӳлевсӗр курс 100 пинрен кая мар ача иртмелле тесе шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫулсенче вӗсен шучӗ 240 пин таран ӳсӗ. Федераци вӗрентӗвне йӗркелеме виҫӗ ҫулхи бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 6,8 миллиард тенкӗпе танлашать.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

8-11 классенче вӗренекенсем программӑлама тӳлевсӗр вĕренме пултарӗҫ
8-11 классенче вӗренекенсем программӑлама тӳлевсӗр вĕренме пултарӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: