Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Июлӗн 2022, 12:46

2026 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 365 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ

Республика капремонтпа тата вӗрентӳ организацийӗсене пуянлатассипе федераци программине кӗнӗ.  

2026 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 365 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ
2026 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 365 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ

Республика капремонтпа тата вӗренӳ организацийӗсене пуянлатассипе федераци программине кӗнӗ.

Правительствӑри оперативлӑ канашлура ПР вӗренӳпе наука министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альберт Яримов пӗлтернӗ тӑрӑх, заявка кампанийӗ пӗтернӗ хыҫҫӑн Пушкӑртстан Дагестан хыҫҫӑн Раççейре иккĕмĕш тата ПФО регионӗсем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ.

Спикер 2022 çулхи августӑн 25-мӗшӗ тӗлне  шкула пӗтӗмӗшпех юсаса ҫитерессине, 2023 ҫулта 23 шкулта юсама палӑртнӑ, икӗ ҫулхи юсав циклне (2022-2023) 17 вӗренӳ заведенийӗнче ирттерессине палӑртнӑ. Тата 94 шкул 2023 ҫулта юсама хушма заявкӑна кӗнӗ. Ҫапла вара республикӑра икӗ ҫул хушшинче 69 пин шкул ачи валли вӗрентӳ условийӗсене лайӑхлатӗҫ.

Федераци программине кӗнӗ шкулсене тӗп юсавсӑр пуҫне территорисене тирпей-илем кӗртесси, антитерроризм хӳтӗлевӗн тата педагогсен квалификацийӗн шайне ӳстересси, ҫавӑн пекех учебниксене ҫӗнетесси кӗтет. Ку мероприятисене республика бюджетӗнчен финанс уйăрĕç.

https://resbash.ru/news информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Альберт ЗАГИРОВ.

2026 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 365 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ
2026 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 365 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: