Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Вĕрентÿ
20 Июлӗн 2022, 10:36

Ҫитӗннӗ пурнӑҫӑн "ылтӑн" пуҫламӑшӗ

Алина Вильданова Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнисенчен пӗри.  

Ҫитӗннӗ пурнӑҫӑн "ылтӑн" пуҫламӑшӗ
Ҫитӗннӗ пурнӑҫӑн "ылтӑн" пуҫламӑшӗ

Алина Вильданова Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнисенчен пӗри.

Паллах, Алина талантлӑ. "Пиллӗк" паллӑпа вӗренес тесен ĕçчен те тăрăшуллă пулмаллине пурте ӑнланатпӑр. Тата питӗ хастар та пултаруллӑ ҫын. Вӑл класс, шкул тата район мероприятийӗсен ӗҫӗсене хастар хутшӑннă. Пултарулӑх ӗҫӗ-и, костюм тумалла-и — яланах интереслӗ, яланхи пек мар, кашнинче хăйĕн "иҫӗм ҫырли". Пӗлӗве вӑл шкул программи шайӗнче кӑна мар, хӑй тӗллӗн вӗренсе те пухнă. Олимпиадӑсене хутшӑннă, яланах пӗрремӗш теҫеткене лекнĕ.

— Ӑс-тӑнпа эпӗ гуманитари. Шкулти юратнӑ предмет — вырӑс чӗлхи. Яланах "питĕ лайăх" палла сочиненисем тата ытти пултарулӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ. Тӗрӗс наукӑсем мана гуманитарирен йывӑртарахчӗ. Вӗренӳре, хушма вӗрентӳпе нумай вӑхӑт уйӑраттăм. Вырӑс чӗлхипе 85 бала, профильлӗ математика тата обществознанипе 72 бала ППЭ патăм, — каласа парать Алина.

Хӗрӗн пурнӑҫ ҫитӗнӗвӗ, паллах, унӑн ҫемйи пулӑшнипе тÿрреммĕн ҫыхӑннӑ. Унӑн пултарулӑхне яланах тӑванӗсем ырласа-пулăшса пынипе пулнӑ, кунта вӑл яланах пулӑшу, юрату, ӑнлану тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачаранпах шӑллӗшӗн тӗслӗх пулма вӗрентнӗ.

Алина экономика факультетне кӗме шутлать.

— Яланах ӑнӑҫуллӑ ҫын пулас килет, ҫакӑншӑн пӗр кӑлтӑксӑр пӗлӳ илес килет. Экономика факультетне кӗме планлатӑп, мана экономика, банксем тата укҫа-тенкӗ хатӗрӗсемпе операцисем интереслентереҫҫӗ, —каласа парать Алина.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Алина Вильданован архивĕнчен.

 

Ҫитӗннӗ пурнӑҫӑн "ылтӑн" пуҫламӑшӗ
Ҫитӗннӗ пурнӑҫӑн "ылтӑн" пуҫламӑшӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: