Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Августӑн 2022, 18:40

Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем

Кӗнекесем шухӑша яраҫҫӗ, литература произведенийӗсенчи геройсен ӗҫӗсене хаклама тата вӗсен йӑнӑшӗсемпе вӗренме параççĕ вӗт.

Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем
Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем

Библиотекӑсенче хыттӑн вулани хисепе çĕнсе илме пуçларĕ. Вӗсем шухӑша кайса вулама, илемлӗ текстпа киленме, вулама, вуланине ӑспа та чӗрепе те хуравлама вӗрентеҫҫӗ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче Усак-Кичури ялти модель библиотекинче "Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем" ятлӑ кӗнекесем хыттăн вуласси иртнĕ. Ҫамрӑк вулакансем ача-пӑча литературин ҫӗнӗ кӗнекисемпе, "Ҫуллахи ҫулҫӳрев кӗнекепе" кӗнеке куравӗпе паллашнă, юратнӑ произведенисене саспа вуланă. Вуланӑ хыҫҫӑн ачасем текст ыйтӑвӗсем ҫине сасӑпах ответленĕ, геройсене характеристика, хӑйсем мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панă.
Кӗнекесем шухӑша яраҫҫӗ, литература произведенийӗсенчи геройсен ӗҫӗсене хаклама тата вӗсен йӑнӑшӗсемпе вӗренме параççĕ вӗт.
#Цикллетнихгромкихчтений
#Читайнеодин
#Читайнескучно
#Читай365
Сăнÿкерчĕкĕсем: Усак-Кичу ялĕнчи модель библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем
Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем
Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем
Ҫулла, кӗнекесем, эпӗ - чи лайӑх туссем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: