Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Августӑн 2022, 13:49

Преподавательтен предприниматель пулса тăнă

Ҫакна мӗнле майпа туни ҫинчен Дюртюлин районӗн бизнес-шерифĕ Гульнара Кашаева каласа панă.  

Преподавательтен предприниматель пулса тăнă
Преподавательтен предприниматель пулса тăнă

Ҫакна мӗнле майпа туни ҫинчен Дюртюлин районӗн бизнес-шерифĕ Гульнара Кашаева каласа панă.

Сӑмах 2020 ҫулта "Три кита" аталану Центрне уҫнӑ Лилия Махиянова ҫинчен пырать. Унта паян ачасем те, аслӑ классенче вӗренекенсем те вӗренеҫҫӗ. Пӗрремӗшсем шкула хатӗрленеҫҫӗ, ментальнӑй арифметикӑпа, хӑвӑрт вулама вӗренессипе тата каллиграфипе вӗренеҫҫӗ, иккӗмӗшсем математикӑпа экзаменсем пама хатӗрленеҫҫӗ.

Предпринимателе район администрацийӗ пулӑшнă. 2021 ҫулта вӑл республика бюджетӗнчен субсиди илнӗ те занятисем валли хальхи оборудовани туяннӑ. Кӑҫал ҫулла ӗҫпе тивӗҫтерекен хулари Центрӗпе пӗрле хушма пӗлӳ паракан сферӑра ҫамрӑк специалистсене стажировка тумалли проекта ӗҫе янӑ. Ҫитес вӑхӑтра Лилия Махиянова ачасене географи вӗрентме планлать.

https://resbash.ru/news/obrazovanie/2022-08-17/iz-prepodavatelya-v-predprinimateli-zhitelnitsa-bashkirii-otkryla-svoy-obrazovatelnyy-tsentr-2912736

Сăнÿкерчĕкĕ: Радия Хабировăн бизнеспа çыхăну тытмалли ушкăн.

 

Преподавательтен предприниматель пулса тăнă
Преподавательтен предприниматель пулса тăнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: