Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Августӑн 2022, 16:34

Шкул ачисене финанс хутлӑхне вӗрентӗҫ

Ҫемье бюджетне планлас, тӑкаксене тӗрӗслес, ахаль документсене тултарас ӗҫе 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш классене вӗрентӗҫ.

Шкул ачисене финанс хутлӑхне вӗрентӗҫ
Шкул ачисене финанс хутлӑхне вӗрентӗҫ


Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа Пушкӑртстанри шкул ачисене финанс хутне вӗрентме пуҫлӗҫ. Кун пирки ПР ЦУР "Салам" передачӑна тӳрремӗнех хутшӑннӑ чухне республика правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ - регион финанс министрӗ Лира Игтисамова каласа панӑ.
Ҫемье бюджетне планлас, тӑкаксене тӗрӗслес, ахаль документсене тултарас ӗҫе 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш классене вӗрентӗҫ.
Лира Игтисамова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе федераци патшалӑх вӗренӳ стандарчӗсенче ҫирӗплетнӗ, вӗсем сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗреҫҫӗ.
Лира Игтисамова ҫапла хушса хунă: финанс пӗлӗвӗн никӗсӗсем хушма урок пулмаҫҫӗ — вӗсен элеменчӗсем пур дисциплинӑсене, сӑмахран, математикӑпа географие кӗреҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Шкул ачисене финанс хутлӑхне вӗрентӗҫ
Шкул ачисене финанс хутлӑхне вӗрентӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: