+3 °С
Уҫҫӑнах
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - пирӗн ҫӗршывра уйрӑм кун. Шурӑ бантсем, чечексен тинӗсӗ, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренекенсемпе педагогсем кӑмӑллӑн хумханни - ҫаксем пурте Пӗлӳ кунӗ. Ҫак кун районти вӗренӳ заведенийӗсенче йӑлана кӗнӗ пек чаплӑ линейкӑсем, гимн, унтан пӗрремӗш урок иртеҫҫӗ.
Акӑ Калинин ял совечӗн шкулĕсенче те урока пӗрремӗш шăнкăрав шӑнкӑртатнă.
Уяв ячӗпе, хисеплӗ учительсемпе хаклӑ вӗренекенсем! Ҫитӗнӳсем сире!
Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.