+1 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Правительствин вице-премьерĕ финанс министрӗ Лира Игтисамова 21-мĕш лицей ачисем валли финанс хутлӑхӗпе уҫӑ урок ирттернӗ. Уҫӑ урок пынӑ май вуннӑмӗш класра вӗренекенсем патшалӑх бюджечӗпе ҫемье бюджечӗ мӗнле йӗркеленнине, бюджет тата налук тытӑмӗ мӗнле ӗҫленине, финанс планĕ мӗн тума кирлине тата хӑйсен планӗсене пурнӑҫламашкӑн укҫа-тенкӗ мӗнле май килнӗ таран пухмаллине тӗплӗн тишкернӗ.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн финанс хутлӑхӗн элеменчӗсем вӗренӳ процесӗн обязательнӑй пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Финанс министерстви.