Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Сентябрӗн 2022, 18:10

Пушкӑртстанри аслă шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗсем

2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри аслӑ шкулсемпе шкулсенче хальлӗхе дистанци вӗрентӗвне куҫма палӑртман.

Пушкӑртстанри аслă шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗсем
Пушкӑртстанри аслă шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗсем

2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри аслӑ шкулсемпе шкулсенче хальлӗхе дистанци вӗрентӗвне куҫма палӑртман. Вӗренӳ ҫулӗнче çурта кӗнӗ чухне ÿт температурине виҫесси сыхланса юлать. Чир паллисене тупса палӑртсан вӗренекене вӗренме кӗртмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех массӑллӑ мероприятисем ирттерме чару 2022 ҫул вӗҫленичченех упранать.
Пушкӑрт правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче кӑҫал республикӑри аслӑ шкулсенче чи паллӑ специальноҫсене пӗлтернӗ. Доклада регион вӗрентӳ министрӗ Айбулат Хажин тухса каланӑ. 2022 çулхи йышăну кампанире ытларах абитуриентсем "Информатика тата шутлав техники" специальноҫа вĕренме документсем панине палӑртрӗ вӑл - конкурс пĕр вырăна 49 ҫын пулнă.
Ҫӑлкуҫӗ: https://www.ufa.kp.ru/

Пушкӑртстанри аслă шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗсем
Пушкӑртстанри аслă шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: