Госуслуги порталӗнче 8-11 класс вӗренекенӗсенчен программӑсен тӳлевсӗр икӗ ҫулхи курсне ҫӳреме заявкӑсем йышӑнма тытăннă. Кун пирки РФ Правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Вӗрентӳ «Код будущего» проект шайӗнче иртет, ӑна Раҫҫей Президенчӗ хушнипе килӗшӳллӗн "ИТ-отраслӗн кадр вӑй-хӑватне аталантарасси" наци программин эгиди айӗнче йӗркеленӗ. Вӗренӳ проекчӗн операторӗ Университет 2035 пулса тӑрать.
Вӗренме заявлени пама шкул ачи хăй е ашшӗ-амӑшӗ, е законлӑ представителӗсем пултараҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсен госуслугӑсенче çирĕплетнĕ учёт çырăвĕ (подтверждённая учётная запись) пулмалла.
"Башинформ "информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.