Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Сентябрӗн 2022, 18:28

Пушкӑртстанра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать
Пушкӑртстанра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать

Пушкӑртра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать. Отрасль предприятийӗсемпе профиль колледжӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли механизмсене сентябрӗн 20-мӗшӗнче "Строительствӑпа транспорт отраслӗ валли пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем хатӗрлесси" дискусси площадкинче сӳтсе явнӑ, ҫак кунсенче Уфара иртекен "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресс шайӗнче.
"Колледжсемпе вӗренӳ тытӑмӗн тӗп тӗллевӗ региона аталантарма пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем хатӗрлесси пулса тӑрать", — палӑртнă республикӑри вӗренӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин.
Строительство отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен профиль колледжӗ Пушкӑрт архитектура, строительство тата коммуналлӑ хуҫалӑх колледжӗ пулса тӑрать. Колледж нумай ҫул хушши профиль предприятийӗсемпе хастар ҫыхӑнса ӗҫлет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Правительствин сайчӗ.

Пушкӑртстанра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать
Пушкӑртстанра строительство тата транспорт отраслӗ валли кадрсем хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ ӗҫ пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: