Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Сентябрӗн 2022, 15:42

«Илемпи» — ачасем валли хăтлă та ăшă кил

Хушăлка ялӗнчи ача сачӗн коллективӗ традицисене хисеплет, вӑхӑтпа пӗр тан пырать.  

«Илемпи» — ачасем валли хăтлă та ăшă кил
«Илемпи» — ачасем валли хăтлă та ăшă кил

Хушăлка ялӗнчи ача сачӗн коллективӗ традицисене хисеплет, вӑхӑтпа пӗр тан пырать

Хушăлка ялӗнчи пӗрремӗш ача сачӗ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мӗш ҫулсенчех пулнă, халӑх хушшинче ӑна "ача карти" тесе чӗннӗ. Ачасене колхоз работникĕсем черетпе сӑнанӑ е яланах пĕр хӗрарӑм пулнӑ, вӑл апат хатӗрленӗ, кӑмака хутнӑ, ачасене йӑпатнӑ. Ун пек хӗрарӑмсем хушшинче пӗрремӗш воспитательницӑсен династийӗ пулнӑ. Вӗсем амӑшӗпе хӗрӗ Татьяна Никитична Дементьева тата Полина Ивановна Иванова пулнă.

60-мӗш ҫулсенче Хушăлка больницин ведомствинчее пӗрремӗш ача яслисем уҫӑлнӑ. Вӑл ҫулсенче Татьяна Дементьевӑн мӑнукӗ Людмила Петровна Михайлова воспитательте ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл Хушăлкари яслисен заведующийӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн яслине "Дюймовочка" ят панă. Ача сачĕн историйĕ интереслĕ.

Халӗ Хушăлкари вӑтам шкул филиалӗ — "Илемпи" ача сачӗ — ку вӑл хальхи вӑхӑтри шкулчченхи учреждени требованисене тивӗҫтерекен лайӑх, шкулчченхи вӗренӗве илмелли пур условисем те пур учреждени. Ачасем валли пысӑк вӑйӑ пӳлӗмӗсем тата тирпейлӗ ҫывӑрмалли пӳлӗмсем, хальхи оборудованипе пуянлатнӑ музыкӑпа спорт залӗ пур. Ача садӗнче "Пчелка" текен тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен пӗр ушкӑнĕ ӗҫлет — вӗсем пурне те пӗлме юратакан, ҫаврӑнӑҫуллӑ та хаваслӑ 22 ача. Кун каҫиччен ачасем ача садӗнче ӗҫлекен пилӗк сотрудникĕн тимлĕхĕнче. Чылай воспитательсен ӗҫ стажне темиҫе ҫулпа мар, теçетке ҫулпа виҫеҫҫӗ. Вӗсем ачасене ҫеҫ мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене те, хӑйсен воспитанникӗсене те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем пĕр чĕлхе ҫӑмӑллӑнах тупаҫҫӗ.

Антонина Ивановна Спиридонова воспитатель — ача садӗнчи опытлӑ работниксенчен пӗри, унӑн педагогика стажӗ 32 ҫул шутланать. Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫлĕ çулĕнче вӑл шӑпах ҫакӑнта тăрăшнă. Хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет, ачасемпе, ашшӗ-амӑшӗсемпе, ӗҫтешӗсемпе питӗ лайӑх килӗштерет. Ҫитӗнекен ӑрӑва пăхассинче воспитатель помощникӗ те, ырӑ кӑмӑллӑ, ачисене юратса пӑхакан Регина Герасимова та пысӑк вырӑн йышӑнать. Ирхи апатсемпе кăнтăр  апатсене кунта Людмила Петрова повар хатӗрлет. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юратать, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерет. Ачасем хаваслансах ҫиеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вара вӑй-хал запасне илеççĕ тата нумайччен выляма, вӗренме пултараҫҫӗ. Ачасене эрнен кирек хӑш кунӗнче те Ирина Туховӑпа Галина Маркова хуралҫăсем тимлӗн сӑнаҫҫӗ.

— Коллектив пирӗн стабиллӗ, нумайӑшӗ кунта 20 ҫул ытла ӗҫлеҫҫӗ, — тет воспитатель. — Кӑҫалтан пуҫласа пирӗн ача сачӗ вӑтам шкул филиалӗ пулса тӑчӗ, тӗрлӗ ӳсĕмри ачасен пӗр ушкӑнĕпе ӗҫлетпӗр. Тӗрлӗ ҫулсенчи ачасемпе ӗҫлеме хăш чух йывӑр пулать. Анчах ачасем пӗр-пӗринпе хутшӑнма вӗренеҫҫӗ, шкулта вӗсене хӑнӑхма ҫӑмӑлтарах пулать. Чи кӗҫӗнни 2,5 ҫулта, чи асли улттӑра. Ачасемпе ӗҫленĕ çĕрте чи кирли кашӑка тӗрӗс тытма, ҫырма, вулама вӗрентесси чи пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлатӑп. Ачасемпе ӗҫлесси вӑл -— ҫирӗм пӗчӗк ачана ачашлӑхпа, тимлӗхпе, амăшĕ пек юратупа ҫавӑрса илесси. Ку питӗ ҫӑмӑл та ансат ӗҫ мар, яланах темскер ҫӗннине шырамалла, — пӗлтерчӗ Антонина Ивановна.

 

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари «Илемпи» ача сачĕн архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

«Илемпи» — ачасем валли хăтлă та ăшă кил
«Илемпи» — ачасем валли хăтлă та ăшă кил
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: