"Спорт кӗрешӗвӗ — Пушкӑртстан Республикинчи шкулсенче" проект Пишпÿлек районӗнче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.
"Вӗренӳ" наци проектне пурнӑҫланӑ май «Взлетай!» модульти «Спортпа туслӑ пул!" республикӑри "Спорт кӗрешӗвӗ — шкулта" программӑра Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта куреш наци кӗрешӗвӗпе хушма занятисем пулаççĕ. Занятисене физкультурӑн опытлӑ педагогӗ Айдар Ахмадуллин ирттерет. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ушкӑнра 3 "а" класри ачасем вӗренеҫҫӗ.
— Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа куреш кӗрешме вĕренессине ҫӗнӗрен пуҫӑнтӑмӑр. Занятисем эрнере пӗрре, пӗр сехет тăршшĕ иртеҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн пата "шаймуратов класĕнчи" ачасем хутшӑнаҫҫӗ, — каласа парать Айдар Айратович.
Аса илтеретпӗр, 2020 ҫулта шкул кирлӗ спорт оборудованийӗ илнӗ, Айдар Айратович асӑннӑ проектпа квалификацине ӳстермелли курссем иртнӗ. Вӗренекенсене спорт кӗрешӗвӗн никӗсӗсене тӗпчеме физкультура урокӗ хушрӗҫ. Спорт залне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатнӑ, урайне борцовски кавирĕ сарнӑ, периметр тӑрӑх хӑрушсӑрлăх протекторсем лартнӑ, тренажер пӳлӗмӗнче инвентарьсем туллиех. Проект ачасене спортпа сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарма тивӗҫ.
— Вӗренӳ процесӗнче вӗренекенсем спорт форми тата ӳт-пӳ хатӗрлевне лайӑхлатни, пӗтӗмӗшпе илсен, лайӑх туйӑмлӑх, сывлӑх тата хӑйсен вӑйне шанса тӑнине тивӗҫтерни питӗ кирлӗ. Ачасен характерӗ лайӑх еннелле улшӑнать. Ҫак пысӑк залра ачасем вӑхӑта кӑсӑк та усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ку уроксенче динамика, хускану занятисем ытларах. Ачасемшӗн те ҫавӑ кирлĕ те. Никӗссене вӗрениччен ӑмӑртусене хутшӑнмастпӑр-ха, — каласа пачӗ Айдар Ахмадуллин.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ИВАНОВА.