Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Сентябрӗн 2022, 20:31

Интернет кунӗ тӗлне

Раҫҫейре кашни ҫул сентябрӗн 30-мӗшӗнче Интернет кунне паллӑ тума йышӑннӑ.

Интернет кунӗ тӗлне
Интернет кунӗ тӗлне

Раҫҫейре кашни ҫул сентябрӗн 30-мӗшӗнче Интернет кунне паллӑ тума йышӑннӑ. Районти ача-пӑча тата тӗп библиотекӑсен библиотекарӗсем ҫак кун умӗн "Ҫамрӑк кӗнеке вулав клубӗнче" Интернет сечӗн интереслӗ те усӑллӑ страницисем" тематика сехечӗ ирттернӗ. Ачасем Интернетӑн "ашшӗ" кам пулнине, Интернетпа паян тӗрлӗ сферӑра мӗнле усӑ курнине, Раҫҫейре ҫак куна хăш ҫулта уявлама пуҫланине пӗлнĕ. Унтан калаҫу малалла тӑсӑлнӑ: интернет килнӗренпе этемлӗхӗн информаципе хӑвӑрт улӑштарма ҫӗнӗ майсем тупӑннӑ, такам интернета ӗҫӗпе, тахӑшӗ вӑйӑсемпе йӑпанусемпе, тахӑшӗ хутшӑнусемпе, музыка, кино ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашма усӑ курать. Лайӑх самантсӑр пуҫне интернетăн хӑрушлӑхĕсем те пур. Интернетӑн "шыв айӗнчи чулӗсем" ҫинчен те ачасем калаҫуран пӗлнĕ. Вӗсем "Интернетри хӑрушсӑрлӑхӑн ылтӑн правилисем ҫинчен калакан юмах", "Интернет сетӗнчи ачасен хӑрушсӑрлӑх правилисем" мультфильм курнă. Ачасем мероприятие хастар хутшӑннă, илтнӗ информацие сӳтсе явнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Интернет кунӗ тӗлне
Интернет кунӗ тӗлне
Интернет кунӗ тӗлне
Интернет кунӗ тӗлне
Интернет кунӗ тӗлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: