Кистенлĕри вăтам шкулта Раҫҫей Федерацийӗн граждан оборонине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ тӗле халалланӑ "Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем" Пӗтӗм Раҫҫейри уҫӑ урок иртнӗ.
Асӑннӑ урока пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн енӗпе ачасемпе ҫамрӑксене вӗренӳ учрежденийӗн чрезвычайлӑ лару-тӑрӑвӗнчен хӳтӗлес тӗлӗшпе практикӑллӑ тренировкӑсем тӑвас, ҫитӗнекен ӑрăвĕн пурнӑҫӗн хӑрушсӑрлӑхӗн культурине йӗркелес ыйтăвĕ ҫине общественность тимлӗхне явӑҫтарас, "Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ" вӗренӳ дисциплинине теорилле пӗлӗве тухӑҫлӑрах ӑнланас, "Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ" вӗренӳ дисциплинине тӗрлӗ вырӑнсенче практикӑллӑ хӑнӑхусем ирттерес, ҫавӑн пекех пушарнăй тата ҫӑлавҫӑ профессийӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе ирттернӗ.
"Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ" занятисене интерактивлӑ формӑпа вӗренекенсен ҫулĕсене шута илсе йӗркеленӗ. Занятисенче ачасем чрезвычайлӑ лару-тӑру мĕн иккенне, халӑх граждан оборонине пӗлтермелли сигналсем тӑрӑх ӗҫлени, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн, ҫынсен шыв объекчӗсемпе хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ҫинчен пӗлнĕ. Кунсӑр пуҫне, ОБЖ преподавателӗсем ачасене экстренлă службӑсен телефонӗсене аса илтернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.