Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Октябрӗн 2022, 19:43

Пушкӑртстанра 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем ИТ-курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ

Курссене "Код будущего" проект шайӗнче йӗркеленӗ.

Пушкӑртстанра 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем ИТ-курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем ИТ-курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ


"Цифра экономики" наци проектне пула Раҫҫей шкул ачисем Python, Java, C++, C#, PHP тата ыттисем те хальхи программӑсен чӗлхисене тӳлевсӗр алла илӗҫ.
Илнӗ пӗлӳсем ЕГЭпа ОГЭ хатӗрленме, ҫавӑн пекех олимпиадӑсене хутшӑнма кирлӗ пулаҫҫӗ. Вӗренӳ вӑрӑмӑшӗ - икĕ ҫул. Ӑна тăватă модульлĕ 36 академи сехетне пайланӑ. Программа кӑткӑслӑхӗн виҫӗ шайӗ пур: "Начальный", "Базовый" тата "Продвинутый". Программӑра пӗтӗмпе 100 пин вырӑн палӑртнӑ. Курса онлайн е очно иртме пулать: офлайн занятийӗсем валли площадкӑсен списокӗ проектӑн страницинче пӑхӑр: https://www.gosuslugi.ru/futurecode Вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн шкул ачисем сертификатсем илӗҫ. Курссене иртме заявка "Госуслуги" порталӗнче памалла. Кӑна шкул ачи е ашшӗ-амӑшӗ (законлӑ представителӗсем) тума пултарать. Заявление тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх вӗренме кӗмелли тӗрӗслеве ссылка килет. Ӑна илнӗренпе пилĕк ӗҫ кунӗ хушшинче иртмелле пулать. Ача ашшӗ-амӑшӗ (саккунлӑ представителӗсем) ӑнӑҫлӑ ҫӳресен вӗренӳ организацийӗпе патшалӑх шучӗпе вӗренме договор тӑваҫҫӗ. Курссене "Код будущего" проект шайӗнче йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ИТ сферинче ҫӗнӗ специалистсене хатӗрлесси. Вӗренӳ проекчӗн операторӗ - Университет-2035.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушкӑртстанра 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем ИТ-курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра 8-11-мӗш классенче вӗренекенсем ИТ-курссене тӳлевсӗр иртме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: