Раҫҫей Çутĕç министерстви WhatsApp (*Meta корпорацийӗн, ӑна экстремистла тесе йышӑннӑ тата Раҫҫейре чарнӑ) тата ют ҫӗршыв мессенджерӗсемпе (Viber, Skype тата Google Drive) вӗренӳ процесӗнче усӑ курма чарнӑ. Кун пирки "КоммерсантЪ" пӗлтерет.
Кăларăм пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомствӑра педагогсене "VK Мессенджер" тата "Сферум" вӗренӳ платформи ҫине куҫма сӗннӗ.
Çутĕç министерствинче ют ҫӗршыври мессенджерсемпе усӑ курмалла мар тесе рекомендаци янине ҫирӗплетнĕ, анчах вӗсем "Моя школа" патшалӑх системипе тата унӑн компоненчӗсемпе кӑна ӗҫленĕ чухне тесе асӑрхаттарнă. Ведомствӑра ашшӗ-амӑшӗсен хутшӑнӑвӗн сферипе каналӗсене регламентламаннине палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.