Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Октябрӗн 2022, 08:43

Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ

Шкул ачи ҫине пӑхсан, вӑл отличница пулнине тӳрех чухласа илетӗн: ӑслӑ пӑхнинчен, ҫитӗннĕ çын пек шухăшланинчен, хăйне йӗркеллӗ тытнинчен.  

Тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен хӗрача пӗрремӗш класранах пиллӗкпе ҫеҫ вӗренет, мӗншӗн тесен шкулта мĕнле вӗренни пулас ҫитӗнӳ пурнӑҫӗн никӗсӗ тесе шутлать.

— Катерина — пур енлӗ пултаруллӑ ача. Унпа ӗҫлесси — киленӗҫ кӑна. Вӑл хутшӑнман предмета е мероприятие калама йывӑр, пур ҫӗрте те лайӑх кӑтартусем кӑна. Нихҫан та пулӑшма хирĕç мар, хушнă ӗҫе яваплӑн тӑвать, — хуравлать Ираида Степанова.

Тӗп наукӑсем те, гуманитари циклӗнчи предметсем те хӗршӗн ҫӑмӑл шутланаççĕ. Пӗр сӑмахпа каласан, Катя — питӗ активлӑ та хавхалануллӑ ҫын. Вӑл — шкул баскетбол командин капитанӗ. Унӑн команди районпа зонӑри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнă. Ҫӑмӑл атлетикӑра та, волейболра та, футболта та хӗрӗн лайӑх кӑтартусем пур.

Катерина район тата республикӑри олимпиадӑсен тӗрлӗ конкурсӗсене тӑтӑшах хутшӑнать. Ҫакна пӗтӗм дипломсене, грамотӑсене, сертификатсене тытса тӑракан пысӑк портфолио кӑтартса парать. Унӑн юлашки ҫитӗнӗвӗсем предметпа та тенӗ пекех Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсен тата муниципалитет тапхӑрӗнчи ҫӗнтерӳҫӗ тата призерӗ пулнине çирĕплетекен дипломӗсем шутланаҫҫӗ. Унӑн команди Пӗтӗм Раҫҫейри агроэкологи пӗрлешӗвӗсен Регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернине вӑл чи тӗп ҫитӗнӳ тесе шутлать. Шкулти кулленхи кунсен черетĕнче Катя хӑйӗн йӑпанма аран-аран вӑхӑт тупать. Спорт занятийӗсем ҫумне гитарăпа выляни, тӑмран бюстсен кӗлеткине туни, сӑвӑсем çырни, ӳкерни, ташӑ тата театр кружокне çÿрени ҫумне тата ҫӗнӗ кӑсӑклӑх — Пушкӑртстан тӑрӑх çул ҫӳресси хутшӑннă.

Шкултан вӗренсе тухасси инҫе мар, паян Катерина планӗсенче ОГЭ ӑнӑҫлӑ парасси. Тӑхӑр ҫул вӗреннӗ хушӑра Катя професси суйласа илесси ҫинчен шухӑшланӑ. Паян акӑ вӑл пурнӑҫа медицинӑпа ҫыхӑнтарасса шантарсах калама пултарать. Паянтан пуҫласа тӗп тимлӗх химипе биологи ҫине тӑрать, консультацисем иртет. Хӗр шкултан ылтӑн медальпе вĕренсе тухасшăн, ҫавна тӑвас тесе пурне те тӑвать.

— Манӑн тӑвансене, класс ертÿçисене, учительсене вӗсене ӑнланнӑшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ӑс-хакӑлӑмшӑн, ҫак тӗлӗнмелле те асран кайми шкул пурнӑҫĕ тӑршшӗпех юнашар пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет, — тет Катя.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ
Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ
Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ
Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ
Катерина Гурьянова — Хушăлка шкулĕн мăнаçлăхĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: