Ку вӑл - аслӑ курссенчи студентсене комплекслӑ вӗрентес тата вӗсем юридика ĕçĕн тӗрлӗ сферисенче ӗҫ опытне илес енӗпе ĕҫлекен пӗрремӗш проект.
Патшалӑх Думин патшалӑх строительствипе саккун кӑларас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ, Пушкӑртстанри юристсен Раççей ассоциаци уйрӑмӗн председателӗ Ирина Панькина Çамрӑк юристсен шкулӗсене хута яни - Пушкӑртстанри юриспруденцие ҫӗнӗлле аталантарни тесе палăртнă.
- Проект вӑл практикӑллӑ опыт тата юристсене хӑнӑхусемпе усӑ курма май пур таран хывни, теори материалне илнӗ чухне студентсене çакă питĕрех çитмест, – тенӗ Ирина Панькина.
Шкултан вӗренсе тухсан "Çамрӑк юристсен шкулне" пӗтерни ҫинчен калакан патшалӑх органӗсен тата юридика пӗрлӗхĕсен ертӳҫисем алӑ пуснӑ дипломсем парĕç.
"МГ" информацийĕпе.