Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Октябрӗн 2022, 14:52

Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ

Ачасем патне хӑнана Чӗрӗппе илемлӗ Кӗркунне ҫитнĕ.

Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ
Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ

Паян Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн вӑтам ушкӑнĕнчи вӗренекенсем валли кӗрхи "Кӗркунне кӗтсе илетпӗр! " мероприяти иртнĕ.
Ачасем патне хӑнана Чӗрӗппе илемлӗ Кӗркунне ҫитнĕ.
Ачасем хӑнасем валли кӗркунне ҫинчен  юрӑсене шӑрантарнă. Ҫӗрулми, сухан, кишӗр, хӑяр, купӑста тухăçне пухасси ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене витӗмлӗн каласа панă. Кӗркунне ачасемпе "Пахча ҫимӗҫ туп" вӑййа вылянă, кӗрхи тупмалли юмахсен тупсăмне тупнă. Ачасем пурте пӗр харӑс тавҫӑрса илнĕ! Унтан пурте пӗрле "Кӗркунне пуян  вӑхӑт" вӑйă картине тӑнă.
Уяв вӗҫленнӗ тӗле Кӗркунне ачасене тутлӑ панулмисемпе хӑналанă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ
Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ
Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ
Пишпÿлекри ача садĕнче Кĕрхи уяв иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: