Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта учебниксене тӗрӗслеме рейд тунӑ. Тӗрӗслев пур классенче те 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшĕ таран иртнĕ. Урокра учебниксем, хуплашкасем пуррине, ҫавӑн пекех учебниксен тулашӗнчи сӑн-сӑпатне тӗрӗсленĕ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн комисси ҫакӑн пек пĕтĕмлетÿ тунă: вӗренекенсенчен нумайӑшӗ учебниксене лайӑх тытаҫҫӗ, вӗсене шкул расписанийӗпе килӗшӳллӗн илсе ҫӳреҫҫӗ, вӗренекенсем пурте учебниксен август уйӑхӗнче паллаштарнӑ правилӑсем тӑрӑх санитари пурлӑхне сӑнаҫҫӗ. Учебникĕсем хуплашкасӑр е вак-тӗвек юсав кирлĕ вĕренекенсемпе "шкул учебникне перекетлӗ тытасси ҫинчен" калаҫу ирттернĕ.
Рейд пынӑ май вӗренекенсене шкул библиотекинчи учебниксемпе усӑ курмалли тӗп правилӑсем ҫинчен, учебниксене пӑснӑшӑн тата ҫухатнӑшӑн явап тытмалли ҫинчен тепӗр хут аса илтернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.