Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Ноябрӗн 2022, 09:36

Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр

Хушăлкари скульптор-самоучка Алексей Васильев Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн бюстне хăй аллипе тунă  

Алексей Васильев ачаранах мĕн те пулин ăсталама юратнӑ. Унтан хобби пурнӑҫра чи кирли пулса тӑчӗ. Алексей Владимирович учитель прулса ӗҫлет, ОБЖ тата технологи урокӗсене вӗрентет. Шкулта ӗҫленӗ май хӑйӗн пӗлӗвне вӗренекенӗсене хаваслансах пӗлтерет. Паллах, учитель хӑйӗн ӗҫӗпе ҫунать пулсан, ҫав хӗлхем воспитанниксене те куҫать. Вӗренекенсемпе учительсен тӗрлӗ поделкисем шкул интерьерне, ҫавӑн пекех районти тата республикӑри декоративлă прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене илемлетеҫҫӗ.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн Алексей Владимировичӑн кӗлеткесем тӑвас кӑмӑл чакман. Темиҫе ҫул каялла учитель скульптурӑсемпе питӗ интересленнӗ. Кӑҫалхи ҫулла вӑл Совет Союзӗн Геройӗн Константин Иванович Степановӑн бюстне тунӑ, ӑна чаплӑ лару-тӑрура Хушăлка паркӗнче уҫнӑ.

Педагог "Юлашки герой" историпе проект тӑвать. Екатерина Гурьяновӑпа пӗрле проект шайӗнче вӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗн Николай Петрович Ивановӑн бюстне йӗркеленӗ.

— Яланах çак ĕçе пуçанма кăмăл пурччĕ, анчах пуҫлама хӑраттӑм. Ку енӗпе нумай пулмасть аталанма пуҫларăм, чи малтан Пишпÿлекри площадӗнчи Юрпикепе Хӗл Мучин юрлӑ кӗлеткинчен пуҫланчĕ. Хӑма хам шанас туйăм тĕрекленчĕ. Иккӗмӗш бюста нумаях пулмасть тунӑ. Николай Петрович 93 ҫулта чухне ун патне килне кайрăмӑр, тӗрлӗ енчен сӑнӳкерчӗксем ӳкертĕмӗр. Каркасне пластилин сахалтарах кайтӑр тесе йывӑҫран тунӑ, унтан ӑна пулӑшма силикон пырать, гипспа тата пластилинпа ҫирӗплетет. Плансемпе идейӑсем нумай, шел те, материалсем хаклӑ. Ӗҫре пластилин нумай кирлӗ, юлашкисене районти ача сачӗсем тӑрӑх пуҫтаратӑп. Меллĕ самантпа усӑ курса, районта пурăнакансенчен ыйтасшăн: сирӗн пластилин юлашкисем йӑваланса выртсан, мана пĕлтерсемччĕ, — тет Алексей Владимирович.

Вӑл живопись техникине, графикӑна, йывăç ӗҫне пӗлет, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи мотоциклсене пухать. Грушинский фестивальне, мастерсен хулинче хутшӑннӑ.

— Мототехникӑпа тахҫанах интересленетӗп. 1949 ҫулхи мотоциклпа майӑн 9-мӗшӗнче тухрăм. Мана ҫар тумӗ ҫӗлесе пачӗҫ. 1940 ҫулсенчи мотор пур, ăна пухмалла ҫеҫ — хушса хучӗ Алексей Васильев.

Алексей хӑйӗн мастерскойӗнче пушӑ вӑхӑтӑн пысӑк пайне ирттерет. Талантлӑ арҫын аллинче кирек мӗнле ӗҫ те ӑнса пырать. Ӗҫе вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе килӗштерсе тăвать. Хӑйӗн ӑсталӑхне ачисене те панӑ: хӗрӗпе ывӑлӗ ашшӗн мастерскойӗнче хаваслансах вӑхӑтне ирттереҫҫӗ. Упӑшкине мӑшӑрӗ, акӑлчан чӗлхине вӗрентекен, хӑй вӑхӑтӗнче музыка шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, пур енӗпе те пулӑшать.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Хушăлкари Алексей Васильевăн пултарулăхĕ чикĕсĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: