0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 2 "б" класра Л.А. Харисова социаллӑ педагог ачасемпе шкул пурнӑҫӗн правилисем, шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Ачасем уроксенче, тăхтавсенче, столовӑйра хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫнă, "асамлӑ сӑмахсем" аса илнĕ, тупмалли юмах тупсӑмĕсене тупнă, вылянă, хӑйсене мӗнле тытмалли культура ҫинчен видеофильм пӑхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.