Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
29 Ноябрӗн 2022, 15:25

Кӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ

Римма Ганиева та 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче республикӑри шкул стоматологийӗн службине тата 30 ҫӗнӗ кабинет вӑйлатасси ҫинчен хушса хучӗ.

Кӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫКӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ
Кӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ

Кӑҫал Пушкӑрт шкулӗсенче шкулти стоматологи кабинечӗсене уҫма палӑртнӑ. Саккӑрăшĕ ачасене йышӑнма хатӗр ӗнтӗ, тӑваттӑшӗнче лицензи илме документсем хатӗрлеҫҫӗ, ПР Сывлӑх сыхлав министерствин тулашри штатри ача-пăча тӗп стоматологӗ, Уфари 3-мĕш ача-пӑча стоматологи поликлиникин тӗп врачӗ, ПР МВД ҫумӗнчи Общество совечӗн членӗ Римма Ганиева "Башинформа" пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче пурӗ 204 стоматологи кабинечӗ шутланать. Вӗсенчен 80-не республикӑри "Сывӑ кулă" вӗренӳ проекчӗн "Вӗҫ!" модулӗн шайӗнче ПР Вӗренӳ тата наука, Сывлӑх сыхлавӗн министерствисем пулӑшнипе йĕркеленнĕ.
Римма Ганиева та 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче республикӑри шкул стоматологийӗн службине тата 30 ҫӗнӗ кабинет вӑйлатасси ҫинчен хушса хучӗ.
"Ҫаксем пурте республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пулӑшнипе. Пирӗн республикӑра ачасем хушшинче кариеспа чирлекенсен проценчӗ чылаях пысӑк. Пирӗн задача - шкултан вӗренсе тухакансен кашниех сывлӑхлӑ ҫӑварлă пулмалла, унӑн кулли илемлӗ пултӑр, комплекссем ан пулччӑр", - комментари панă медик.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Вӗрентӳ министерстви.

 

Кӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ
Кӑҫал Пушкӑртри 12 шкулта стоматологи кабинечӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас