

#владимирпутин
Ҫитес вунӑ ҫулта Раҫҫейре 25 ҫӗнӗ университет кампусĕ туса хумалла, вӗренӳпе наука ӗҫ-хӗлӗ валли хальхи условисем пур. Кун пирки стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе Президент ҫумӗнчи Канаш ларӑвӗнче Владимир Путин пӗлтернӗ.
– 25 пин ытла студент вӗренӳпе пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли миллион тӑваткал метр ытла ҫуртсемпе лабораторисем туса лартӗҫ. Ҫак кампуссем ҫӗршыври талантлӑ ачасене, ҫавӑн пекех наукӑпа регион экономикине аталантармалли центрсем пулса тӑрӗҫ. Малтанхи сакӑр проекта Мускавра, Чулхулара, Уфара, Калининградра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Челябинскра тата Томскра йӗркеленӗ. Ку ӗҫе хӑвӑртрах тӑвас пулать"- тенĕ Владимир Путин.
Аса илтеретпӗр, Уфара Еврази НОЦ вузсен хушшинчи студентсен кампусне тума хатӗрленмелли тапхӑрĕсем вӗҫленни ҫинчен пӗлтернĕ. Кампуса икӗ тапхӑрта йӗркеленĕ. Пӗрремӗшне, IQ-парка, 2023 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑр — 2026 ҫул тӗлне, пӗлтернӗ "Башинформ" информаци агенстви.
"МГ" информацийĕпе.