Декабрӗн 21-мӗшӗнче Уфара республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пушкӑртри шкул директорӗсене хамӑр ҫӗршыври хальхи 56 ГАЗ, ПАЗ тата УАЗ уҫҫисене тыттарнӑ. Ҫак тӗллевсем валли федераци бюджечӗ 170,6 млн тенкӗ янӑ. 2022 ҫулта республика хӑйӗн укҫи-тенкипе 20 ҫӗнӗ шкул автобусӗ 79,5 млн тенкӗпе туяннӑ.
Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче республикӑри шкул автопаркне 378 автобус хутшӑннӑ. Вӗсенчен 266 федераци пулӑшӑвӗпе, 112 – республика бюджечӗн шучӗпе тухнӑ. Ҫитес ҫул пуш уйӑхӗччен республика федераци бюджечӗн укҫи-тенкипе тата 45 ГАЗ туянать, тесе ҫырать "Башинформ" .
Палӑртса хӑваратпӑр, шкулти ҫӗнӗ автобуссем ҫине ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPS спутник навигацийĕ тата тахографсем вырнаҫтарнӑ.
Республика вӗрентӳ министрӗ Айбулат Хажин каланӑ тӑрӑх, автобуссем 29 муниципалитета каяҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби.