Хушăлкари "Илемпи" ача садӗнче "Асамлӑ Ҫӗнӗ ҫул уявӗ" театрализациленӗ спектакль пулнă, Антонина Ивановна воспитатель ачасем хутшӑннипе чаплӑ программа хатӗрленӗ, унта ачасем хаваспах хутшӑннă. Çавӑн пекех ял клубĕнчи театр пӗрлешӗвӗн хастарӗсем те айккинче юлман.
Инҫетри Африкӑри тискер кайӑксем, Çӗнӗ ҫул уявӗсене, юрпа чӑрӑша курма ӗмӗтленнӗскерсем, ача садне пынӑ. Ачасем хӑнасене алсишсемпе, шарфсемпе ӑшӑтнă, пӗрле вӑйӑ картинче чӑрӑш тавра юрласа ҫӳренĕ, Хӗл Мучие сӑвӑсем каласа панă.
Кунта ларакансене уяв хӑнисем те саламланă: район совечӗн депутачӗ Трейер Илья Александрович, предпринимательство енӗпе ĕҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Муратшин Айрат Аликович.
Ашшӗ-амӑшӗсем хӑнасене чун-чӗререн саламланӑшӑн тата тутлӑ парнесемшӗн тав тӑваҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.