Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Декабрӗн 2022, 20:37

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă

Пушар сÿнтерекен ачасемшӗн - паттӑр ҫын, унччен те, паян та, ҫынсене вут-ҫулӑмран хӑтаракан, ишӗлӳ ҫулне пÿлекен ҫын.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă

Канӑҫсӑр "ноль пӗрре" номер,
Эсӗ пӗччен юлмастӑн.
Сиренӑсем вичкӗннӗн сӗрлеҫҫӗ –
Пушар смени пуҫланчĕ:
Вӗсен васкамалла,
Хӑрушӑ пушара сӳнтерме.
Пушар сÿнтерекен ачасемшӗн - паттӑр ҫын, унччен те, паян та, ҫынсене вут-ҫулӑмран хӑтаракан, ишӗлӳ ҫулне пÿлекен ҫын. Пушар сӳнтерекенсене хисеплени, вӗсен ĕçĕпе интересленни харпӑр хăвна мĕнле тытмаллине аталантарма, вутпа ним шухӑшсӑр выляма чӑрмантарма пултарать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пушар сӳнтерекенни каласа панӑ чухне пачах урӑхла хӑнӑхан. Пушар чаҫне экскурсие кайни мероприятие пула ачасем хӑйсен пӗлĕвне тултараҫҫӗ кӑна мар, пушарсен тӗп сӑлтавӗсемпе те паллашаҫҫӗ, вутпа асӑрхануллӑ тыткаланма тата пушар пулсан мĕн тумаллине вӗренеҫҫӗ.
Декабрӗн 23-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем Н.Ф. Алексеевӑпа А.М. Маликова вӗрентекенсемпе пӗрле Пишпÿлекри пушар чаҫӗнче экскурсире пулнă. Экскурсие 68-мĕш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн начальникӗн заместителӗ И.Б. Маликов ирттернӗ.
Малтан ачасем пушар чаҫӗн диспетчерскинче пулнă, унта пирӗн пĕтĕм районтан канӑҫсӑр шӑнкӑравсем килеҫҫӗ. Унтан шкул ачисене пушар техникипе паллаштарнӑ. Ачасем ҫакна пӗлнĕ: икӗ пушар машини яланах боевой расчетра, иккӗшӗ резервра. Ильмир Борисович пушар тумтирӗсене, пушарпа ҫӑлмалли оборудованисене кӑтартнă, пушар сӳнтермелли чаҫӗн пушар машинисем ҫинчен каласа панă. Ачасем интересленсе итленĕ, вӗсене интереслентерекен ыйтусем панă. Шкул ачисем пушарсене сӳнтерес тата ҫынсене ҫӑлас тӗлӗшпе куллен тӑрӑшакансемпе калаҫнинчен усӑллӑ информаци нумай пӗлнĕ. Ҫак ӗҫ мӗнле кӑткӑс та хӑрушӑ пулнине вӗренекенсем хӑйсем те ӗненнӗ. Профориентаци калаҫӑвӗ хыҫҫӑн ачасенчен нумайӑшӗ малашне пушар сӳнтерекенсем пулма шутланă.
Пушар чаҫӗнчи ĕçченсене экскурси ирттернӗшӗн ҫав тери тав тӑвас килет. Ҫакӑн пек тӗлпулусем пушар сÿнтерекенсен профессине кӑсӑклантараҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пушара хирӗҫ хӑрушсӑрлӑх вӑл – ача ӳссе ҫитӗнекен таврари тĕп хутлăхсенчен пĕри.
#навигаторыдетства
#Росдетцентр
#РДШ
#РДДМ
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8 а, б классенче вӗренекенсем усăллă экскурсинче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: