Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Кӑрлач 2023, 10:23

Пушкӑрт шкулӗсенче ачасем ҫанталӑка вӗренӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт шкулӗсенче ачасем ҫанталӑка вӗренӗҫ
Пушкӑрт шкулӗсенче ачасем ҫанталӑка вӗренӗҫ

#наци проекчĕ
Пушкӑрт шкулӗсенче вӗренекенсем ҫанталӑка вӗренӗҫ. "Ҫанталӑк пулассине пӗлтерекен технологи" дисциплини ҫӗршыври пур шкулсенче те январӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 5-мӗшӗччен пӗтӗм Раҫҫейри "Цифра экономики" наци проекчӗн задачисене ырласа пурнӑҫлакан "Цифра урокӗ" проектӑн шайӗнче ӗҫе кӗрӗ.
"Урокра" вӗренекенсене метеоролог, даннӑй инженерӑн, аналитикӑн, шутлав математикипе, машина вӗрентӗвӗпе тата проект менеджерӗпе специалистсен ӗҫне ӑнлантарса парĕç. Вӗренекенсене метеорадарсемпе метеозондсем мӗн тума кирли ҫинчен, даннӑйсене мӗнле тишкернине тата искусство интеллекчӗ мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӗҫ.
Аса илтеретпӗр, "Цифра урокӗ" проекта федераци "Цифра экономики валли кадрсем" проекта ырласа пурнӑҫлаҫҫӗ. Проектӑн тематика тренажерӗсенче занятисем кӑсӑклӑ онлайн - кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ классенче вӗренекенсемшӗн вӑйӑ пек иртеҫҫӗ. Уроксен методикӑлла материалӗсем проект сайчӗ ҫинчех юлаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑрт шкулӗсенче ачасем ҫанталӑка вӗренӗҫ
Пушкӑрт шкулӗсенче ачасем ҫанталӑка вӗренӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: