Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Кӑрлач 2023, 16:00

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ правительствӑна вӑтам профтехпĕлÿ паракан учрежденисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ

Тематика ҫулӗнчи мероприятисене педагог профессийӗн хисепне ӳстерме, педагогика ӗҫне хавхалантарма палӑртнӑ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ правительствӑна вӑтам профтехпĕлÿ паракан учрежденисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ правительствӑна вӑтам профтехпĕлÿ паракан учрежденисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ

Пушкӑрт ЦУРти правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР вӗренӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин 2023 ҫулта Педагогпа наставник çулталӑкӗнче Пушкăртстанра мĕнле мероприятисем ирттересси ҫинчен каласа панӑ.
Республикӑра 53 мероприяти кӗрекен план ҫирӗплетнӗ. Вӗсен хушшинче професси ӑсталӑхӗн 13 конкурсӗ. Унсӑр пуҫне виҫӗ спорт мероприятине палӑртнӑ, ҫав шутра отрасль ӗҫченӗсен командисем хушшинче "Гонка героев" ирттересси.
Уфара Педагогпа наставник çулталӑкӗнче пӗрремӗш учителӗн палӑкне тата ПР вӗренӳ аталанӑвӗн ҫӗнетнӗ музейне уҫма палӑртнӑ. Наукӑпа практика конференцийӗсене, форумсене, конкурссене, фестивальсене ирттерессине пӑхса хӑварнӑ. 2023 ҫулта ПР Пуҫлӑхӗн грантне çамрӑк учительсене, преподавательсене, производство вӗрентӗвӗн ӑстисене парӗҫ. Вӑтам професси пӗлӗвӗ енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсене грантсемпе палӑртӗҫ. Пушкӑрт пуҫлӑхӗ Андрей Назаров премьер-министра вӑтам професси пӗлӗвӗн учрежденийӗсене правительство енчен уйрӑм тимлӗх уйӑрма тата вӗсене аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма хушнӑ.
Маларах "Башинформ" Раҫҫей Президенчӗн указӗпе 2023 ҫула Педагогпа наставник çулталӑкӗ пуласса пӗлтернӗ. Тематика ҫулӗнчи мероприятисене педагог профессийӗн хисепне ӳстерме, педагогика ӗҫне хавхалантарма палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ правительствӑна вӑтам профтехпĕлÿ паракан учрежденисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ правительствӑна вӑтам профтехпĕлÿ паракан учрежденисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: