Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Кӑрлач 2023, 13:12

Çамрăк вĕрентекенсен наставникĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул педагогӗ Лира Васильевна Антонова хӑйӗн нумай ҫулхи опычӗпе çамрăк вĕрентекенсене паллаштарать.  

Çамрăк вĕрентекенсен наставникĕ
Çамрăк вĕрентекенсен наставникĕ

2023 ҫула Вӗрентекенпе педагог çулталӑкӗ тесе палӑртни — питӗ вырăнлă пулăм. Ӑна педагогӑн пултарулӑхпа професси вӑй-хӑватне аталантарас, профессин социаллӑ сумне ӳстерес тӗллевпе пӗлтернӗ.

Игорь Валерьевич Мухаметов кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта математика учителӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн наставникĕ пулма Лира Васильевна Антонована çирĕплетнĕ.

— Манӑн педагогика опычӗ тӑватӑ ҫул. 2019 ҫулта Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамак филиалӗн бакалавриатне, 2021 ҫулта — магистратурӑна пӗтертĕм. Педагогика ӗҫне Кистенлĕри вӑтам шкулта пуҫларăм. Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче робототехникӑна параллельлӗ вӗрентетӗп, — тет Игорь Валерьевич. — Эпӗ Лира Васильевнӑна вӑл манӑн вӗрентекен пулнӑшӑн тата ӑна ҫивӗч ӑсшӑн, вырăнлă шӳт тунӑшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн чĕререн тав тӑватӑп. Вӑл вӑй парать, лӑпкӑлӑхпа шанчӑклӑх парать, унран нумайӑшне вӗренетӗп, вара Лира Васильевна хӑйӗн нумай ҫулсем хушши пухнӑ опытне пӗр шеллемесӗр каласа парать, педагогика вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

Лира Антонова Пишпÿлек районӗнчи Лаççырмӑра ҫуралнӑ. Стерлитамакри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пăслăкри вӑтам шкулта математика учителӗ пулса хӑйӗн ӗҫлĕ çулне пуҫланӑ. 23 ҫул районти вӗренӳ пайӗнче методист пулнӑ.

— Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта 2009 ҫултанпа ӗҫлетӗп, пӗрремӗш квалификаци категорийӗ пур, ПР Вӗрентӳ министерствин Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ. 2023 ҫулхи август уйӑхӗнче манăн педагогика ӗҫӗнче стаж 40 ҫул тулать, — тет вӗрентекен. — Упӑшкапа ывӑлпа хӗр ҫитӗнтертӗмӗр. Вӗсем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Пурнӑҫа активлӑ йӗркелетӗп: хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнатӑп, ҫулла — велосипедпа. Ал ӗҫӗпе тата кулинарипе аппаланма юрататӑп.

Вӗрентекенӗ пулнӑ май Лира Васильевна Игорь Валерьевича хӑйӗн професси шайне тата педагогика пуласлӑхӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсене тума, шкул пурнӑҫӗн ӑслӑлӑхӗсене ӑнланса илме пулӑшать.

Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Çамрăк вĕрентекенсен наставникĕ
Çамрăк вĕрентекенсен наставникĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: