Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Кӑрлач 2023, 12:10

Ача садĕнчи начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ

Семинарта тӑратнӑ теорипе практика материалӗсене мероприятие хутшӑнакансем пурте лайӑх тесе пĕтĕмлетÿ тунă.

Ача садĕнчи  начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ
Ача садĕнчи начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ

Январӗн 23-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче ачисене "Ача садĕнчи начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ " темӑпа коррекциллӗ аталантаракан семинар-практикум иртнӗ. Шкула хатӗрленекен ушкӑнсен воспитателӗсем В.Д . Акимовапа Л.П. Гаврилова начар сывлăхлă ачасемпе ӗҫлессине коррекциллӗ аталантармалли видеозапиҫӗсен тата инновациллӗ формӑсен фрагменчӗсене кӑтартнă. С.С. Аглетдинова вӗрентекен-логопед хӑйӗн ачисемпе ӗҫре усӑ куракан формӑсен тухӑҫлӑхне палӑртнă. Ашшӗ-амӑшӗпе коррекциллӗ ӗҫлес тӗлӗшпе ҫутта кӑларас ӗҫ пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва та ҫавӑн пекех тимленӗ.
Музыка ертӳҫи Г.В. Хакимова музыка ӗҫ-хӗлӗнче коррекци аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Сывлăх начар ачасемпе уйрӑм ӗҫлени ҫинчен каласа панă.
Рафиля Рафитовна психолог-педагог начар сывлăхлă ачасемпе ӗҫленӗ чухне усӑ куракан коррекципе аталану программисене кӑтартса панӑ.
Педагогсем инноваци режимӗнче ӗҫе малалла тӑсма, ачасене тухӑҫлӑ йышӑнусемпе тата аталантармалли меслетсемпе ӗҫе кӗртме кирлине палӑртнӑ. Семинарта тӑратнӑ теорипе практика материалӗсене мероприятие хутшӑнакансем пурте лайӑх тесе пĕтĕмлетÿ тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ача садĕнчи  начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ
Ача садĕнчи  начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ
Ача садĕнчи  начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ
Ача садĕнчи начар сывлӑхлă ачасен пуçламăш пулӑшу технологийӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: