Ачасем январӗн юлашки вырсарникунĕ мӗнле уяв пулнине пӗлнĕ. Паллах, интернет юлашки вунӑ ҫул хушшинче ҫӗннине нумай пӗлме, вӗренме, ӗҫлеме, туянма, шутлӑ çеккунтсенче сутма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ открыти шутланать. Интернетра нумай лайӑххи пуррине эпир пурте пӗлетпӗр, анчах чăн-чăн тĕнче ҫинчен манмалла мар.
Чӑн пурнӑҫ мӗнле илемлӗ пулнине интернетсӑр тӗнчери кун аса илме пулӑшать. Шӑпах ҫак интернетран пушӑ кун хӑвӑн юратнӑ ĕçÿпе аппаланма, кӗнеке вулама, юлташусемпе тӗл пулма, уҫӑлса ҫӳреме кайма юрать.
Михайловка ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчĕ Л.В. Вуколова, çав шутра Н.Х. Прокопьева, шкул программинчен тата хӑйсен телефонӗсенчен кӑшт канччӑр тесе шкул ачисене ял библиотекине чӗннĕ.
#Михайловка
#ДеньБезИнтернета
#СоциальнаяАктивность
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.