Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
31 Кӑрлач 2023, 21:26

Пушкӑртстан шкулсене комплекслӑ юсас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ

Пушкӑртстанра пӗлтӗр "Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" программӑпа 63 шкул ҫуртне юсанӑ.

Пушкӑртстан шкулсене комплекслӑ юсас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан шкулсене комплекслӑ юсас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ

Пушкӑртстанра пӗлтӗр "Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" программӑпа 63 шкул ҫуртне юсанӑ. Ҫивиттисемпе перекрытисене улӑштарнă, классемпе спортзалсене йӗркене кӗртнĕ. Ҫакна валли 3,5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 2,9 миллиард тенкӗ - федераци бюджетӗнчен, 600 млн тенкӗ -республика бюджетӗнчен.
2023 ҫулта республикӑра ҫак программа айне 77 шкул лекет, вӗсене юсама 4,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсенчен 3,6 млрд - федераци бюджетӗнчен тата 700 млн – республика бюджетӗнчен.
ПР вӗренӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин уйӑрнӑ укҫана пысӑк укҫа-тенкӗ тенĕ. Министр каланӑ тӑрӑх, заявкӑсене пуҫтарнӑ, чăннипе те юсамалли объектсене суйласа илнӗ, ҫирӗп сроксене палӑртнӑ, муниципалитет контракчӗсене пурнӑҫланӑ.
Интереслӗ, тӗпрен юсамалли подряд организацине суйланипе пӗрлех муниципалитет строительство надзорĕпе контракт тӑваççĕ. Юсав ӗҫне ашшӗ-амӑшӗсем те тӗрӗслеҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, шкул ҫурчӗсене юсанӑ май федераци программи шкул оборудованийӗ туяннине тата учительсен квалификацине ӳстернине кĕртет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-31/bashkiriya-voshla-v-chislo-regionov-liderov-po-kompleksnomu-remontu-shkol-3124708

 

Пушкӑртстан шкулсене комплекслӑ юсас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан шкулсене комплекслӑ юсас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: