Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Нарӑсӑн 2023, 12:05

Радий Хабиров Верхнеяркеево ялӗнчи спортшкула юсани ҫинчен каласа панă

Спортпа туслашма пӗтӗм республикӑра пурӑнакан пур ҫыншӑн та юрӑхлӑ пулмалла, ҫакна тума вара – тивӗҫлӗ условисем, - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.

Радий Хабиров Верхнеяркеево ялӗнчи спортшкула юсани ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Верхнеяркеево ялӗнчи спортшкула юсани ҫинчен каласа панă


- Илиш районĕнчи Верхнеяркеево ялĕнче пурӑнакансем вĕсен икӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗ Муса Гареев ячĕллĕ спортшкулне юсамалла тесе питӗ ыйтнӑ. 1973 ҫулхи ҫурт-йӗр, юлашки тĕп юсав кунта 1996 ҫулта пулнӑ, - тесе ҫырнӑ соцсетьре Радий Хабиров.
– Ку спорт шкулӗнче волейбол, футбол, гимнастика, шашкӑсем, шахмат, наци кӗрешӗвӗ – көрәш, тхэквондо тата йӗлтӗр йышши дисциплинӑсемпе 399 ача вӗренеҫҫӗ.
Ку эпир 2022 ҫулта тӗпрен юсанӑ пӗртен-пӗр спорт объекчӗ мар. Ӗҫсене Уфари 2-мĕш олимп резервӗн шкулӗнче, Ишимбайри икӗ спортшкулта, Октябрьскипе Кумертаури спорт учрежденийӗсенче туса пынӑ.
Малалла та ҫав еннеллех пырӑпӑр, мӗн кирлине тӑвӑпӑр, юсама кирлине йӗркене кӗртӗпӗр. Спортпа туслашма пӗтӗм республикӑра пурӑнакан пур ҫыншӑн та юрӑхлӑ пулмалла, ҫакна тума вара – тивӗҫлӗ условисем, - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-31/radiy-habirov-rasskazal-o-remonte-spportshkoly-v-sele-verneyaerkeevo-3125489

 

 

Радий Хабиров Верхнеяркеево ялӗнчи спортшкула юсани ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Верхнеяркеево ялӗнчи спортшкула юсани ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: