Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Нарӑсӑн 2023, 21:02

Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă

Пишпÿлек районĕнчи педагогика ӑсталӑхӗн "Çулталӑк учителӗ-2023", "Шкулчченхи вӗренӳ педагогӗ-2023" конкурсӗн муниципалитет тапхăрĕ вӗҫленнӗ.

Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă

Пишпÿлек районĕнчи педагогика ӑсталӑхӗн "Çулталӑк учителӗ-2023", "Шкулчченхи вӗренӳ педагогӗ-2023" конкурсӗн муниципалитет тапхăрĕ вӗҫленнӗ, унта Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн (Йăлпăлакри филиалĕ) воспитателĕ Алена Анатольевна Никитина хутшӑннӑ.
Конкурсантсем пур тӗрӗслеве те тивӗҫлӗ тӳссе ирттернĕ: уҫӑ занятисем ирттернĕ, ӑсталӑх класӗсем кӑтартнă, хӑйсен ӗҫ опычӗ çинчен каласа панă, вӗренӳпе воспитани ыйтӑвӗсемпе çавра сӗтеле хутшӑннă.
Ӑмӑрту пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх, Алена Анатольевна "Шкулчченхи вӗренӳ педагогӗ-2023" муниципалитет этапӗнчи "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ӑна ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатпӑр тата малашнехи пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсем сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Алена Никитина "Профессие парӑннӑшӑн" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: