Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Нарӑсӑн 2023, 10:25

Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ

Декада вӑхӑтӗнче вӗрентекенсем нумай пӗлӳ тата аталантаракан мероприятисем ирттернĕ.

Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ


Январӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 3-мӗшӗччен Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературин предмет-методика вунăкунлăхĕ иртнӗ. Вунăкунлăх тӗллевӗ - вырӑс чӗлхипе литературине кӑсӑклантарасси, чӗлхе пӗлӗвӗсене лайӑхлатасси, вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа пултарулӑхне аталантарасси. Декада вӑхӑтӗнче вӗрентекенсем нумай пӗлӳ тата аталантаракан мероприятисем ирттернĕ. Ачасен хастарлӑхне тата пур мероприяти те ырӑ кӑмӑлпа иртекен лару-тӑрӑва палӑртас килет.
Декада шайӗнче уҫӑ уроксем иртнĕ, вӗсем вĕренекенсемшӗн кӑна мар кӑсӑк та пӗлӳллӗ, шкулти педагогсен коллективӗшӗн те усӑллӑ пулнă. Ӗҫтешсем педагогсен педагогика техникин мелӗсемпе паллашма, Е.Л. Филиппова, Н.Г. Миронова, В.В. Холмова, О.П. Мордвинова, Н.Ф. Алексеева, О.В. Сергеева, З.М. Харрасова, Н.Н. Сергеева урокӗсенче професси тата ӑс-хакӑл енӗпе пуянланма майсем пулнӑ.
Планпа палӑртнӑ мероприятисене пурне те тунӑ, задачӑсене вĕçленĕ, тӗллевсене пурнӑҫланӑ. Предмет вунăкунлăхне ирттерни ӑнӑҫлӑ тесе шутлама пулать.
#бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Вырӑс чӗлхипе литературин вунăкунлăхĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: