-1 °С
Пӗлӗтлӗ
"Онлайн-шкул ачисемшӗн финанс хутла пӗлӳ паракан уроксем" проект Раҫҫейри кирек хӑш точкӑра та финанс пӗлӗвӗпе пӗр тан усӑ курма пулӑшать, укҫа-тенкӗ йышăнăвĕсене йышӑнма яваплӑ та пӗлӳллĕ принципӗсене йӗркелеме пулӑшать. Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ачисем те ҫак проекта хутшӑннă. 8б класра «С налогами на ТЫ" тата 10 класра "С деньгами на Ты или зачем быть финансово грамотным" уроксем иртнĕ. Ачасем пурнӑҫра усӑ курма пултаракан ҫӗнӗ пӗлӳ илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.