Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Нарӑсӑн 2023, 10:15

2023 ҫулта Пушкӑртри хӑш районсенче полилингвальнӑй шкулсем пуласси паллӑ пулнă

Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР вӗренӳ тата наука министрӗн ҫумӗ Альфия Галиева пӗлтернӗ.

2023 ҫулта Пушкӑртри хӑш районсенче полилингвальнӑй шкулсем пуласси паллӑ пулнă
2023 ҫулта Пушкӑртри хӑш районсенче полилингвальнӑй шкулсем пуласси паллӑ пулнă

2023 ҫулта Хайбулла тата Учалă районӗсенче икӗ ҫӗнӗ полилингвальнӑй шкул уҫма, Мишкин районӗнче тата Сибайра тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ӗҫлекен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан икӗ организацие тепӗр хут ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР вӗренӳ тата наука министрӗн ҫумӗ Альфия Галиева пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян республикӑра тăватă полилингвальнӑй шкул ӗҫлет. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн указӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра 2024 ҫулччен нумай профильлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 12 полилингваллнăй организацисем уҫӑлмалла.
2025-2026 ҫулсенче Аскин, Баймак, Пишпÿлек, Дюртюли, Туймазă, Салават, Ишимбай, Иглин районӗсенче полилингвальнӑй шкулсем уҫма палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне республикӑри шкулсенче полилингвальнăй классем уҫӑлаҫҫӗ. 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе нумай профильлӗ шкула юсаса ҫӗнетнӗ, пӗрремӗш полилингвальнӑй класс ӗҫлеме тытӑнать.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-27/stalo-izvestno-v-kakih-rayonah-bashkirii-v-2023-godu-poyavyatsya-polilingvalnye-shkoly-3158222


Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

2023 ҫулта Пушкӑртри хӑш районсенче полилингвальнӑй шкулсем пуласси паллӑ пулнă
2023 ҫулта Пушкӑртри хӑш районсенче полилингвальнӑй шкулсем пуласси паллӑ пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: