-4 °С
Юр
"Ӳсӗм точки" вӗренӳ центрӗсен ертÿçисемпе педагогӗсен районти черетлӗ семинарӗ Сухоречкăри вӑтам шкулта иртнӗ. Семинар теми - "Ÿсӗм точки" центр оборудованийӗпе усӑ курни, функциллӗ хутлӑх йӗркелеме тата ГИА хатӗрленме" питӗ кӑсӑк пулнӑ. Вӑл Демскинчи вăтам шкулăн педагогĕсене ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхне аталантарас енӗпе вӗрентекенсен ӗҫ опычӗпе паллашма май панă. Хушма пӗлӳ пӗрлешӗвӗсенче практикӑпа ориентиленӗ занятисем, проект шайӗнче пурнӑҫланӑ оборудованипе активлӑ усӑ курни цикл предмечӗсемпе интересленнине, ҫӗнӗ пӗлӳ илессипе кӑсӑкланнине кӑтартса панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.