Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Вĕрентÿ
20 Мартӑн 2023, 11:15

Правительство Раҫҫейри чи лайӑх учительсен премисен шутне ӳстернӗ

Кун ҫинчен министрсен кабинечĕн телеграмминче пӗлтернӗ.

Правительство Раҫҫейри чи лайӑх учительсен премисен шутне ӳстернӗ
Правительство Раҫҫейри чи лайӑх учительсен премисен шутне ӳстернӗ

Раҫҫей правительстви педагогика ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн чи лайӑх учительсене паракан премисен шутне ӳстернӗ. Кун ҫинчен министрсен кабинечĕн телеграмминче пӗлтернӗ.

2023 ҫултан пуҫласа педагогика ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн чи лайӑх учительсене премисем пама конкурс ҫӗнтерӳҫисен шучӗ 1000 çынран пуҫласа 1250 ҫын таран ӳсӗ. Тивӗҫлӗ постановление Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Учительсен конкурсне ҫулсерен, 2006 ҫултан пуҫласа, регион шайӗнче ирттереҫҫӗ. Унта ҫӗнтерекенсем 200 пин тенкӗ виҫепе преми илеҫҫӗ. Федераци бюджетӗнче 2023-2025 ҫулсенче ҫакна валли ҫулсерен 250 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Конкурс комиссийӗ педагогсен ӗҫӗн тӗрлӗ енӗсемпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене хаклать. Конкурса виҫӗ ҫул ытла специальноҫпа ӗҫлекен учительсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Премисем илме кашни ҫул Раҫҫейри мӗнпур регионтан 4 пин педагога явӑҫтараççĕ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-03-19/pravitelstvo-uvelichilo-kolichestvo-premiy-luchshim-uchitelyam-rossii-3182829

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Правительство Раҫҫейри чи лайӑх учительсен премисен шутне ӳстернӗ
Правительство Раҫҫейри чи лайӑх учительсен премисен шутне ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: