Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Мартӑн 2023, 11:38

Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе паллашнă

Чылай кӗнеке вӗсен юбилейӗсене паллӑ событисем пек уявлама тивӗҫлӗ.

Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе  паллашнă
Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе паллашнă

Юбилейсем писательсемпе поэтсен ҫеҫ мар пулаҫҫӗ. Чылай кӗнеке вӗсен юбилейӗсене паллӑ событисем пек уявлама тивӗҫлӗ. Кашни кӗнекен хӑйӗн характерӗ, хӑйӗн шӑпи, вулакан патне каймалли ҫулӗ. Вӗсене ҫӑлтӑрсемпе танлаштарма пулать. Пӗри ҫунать, вӗлтлетсе иртет — ҫавӑнтах сӳнет, тепри ӗмӗр ҫутатать. Шӑпах ҫавӑн пек ҫӑлтӑр кӗнекисене вулас та вулас килет. Ҫавăнпа вӗсем нихҫан та ватӑлман, вулакансен ҫӗнӗ ӑрӑвӗсен ҫулпуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти библиотека каллех ӗлӗкхи туссем-кӗнекесемпе тӗл пулма е кӗнеке-юбилярсен сӑнӗнче ҫӗнӗ туссем тупма сӗнет.
5б класра вӗренекенсем ҫакӑн пек менельникре пулнă. Педагог-библиотекарь Т.В. Хасанова 2023 ҫулхи кӗнеке-юбилярсемпе паллаштарнă, вĕсене ҫамрӑк вулакансен пӗр ӑрӑвӗ ҫеҫ мар кӑмӑлласах вулать. "Юбиляр кӗнекене пӗл", "Героя пӗл, юмах кала" викторинăсем ирттернӗ. Мероприятисем пӗлтерӗшлӗ те интереслӗ иртнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе  паллашнă
Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе  паллашнă
Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе  паллашнă
Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе  паллашнă
Вӗренекенсем кӗнеке-юбилярсемпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: