Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Мартӑн 2023, 11:42

Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ

Ăмăртăва çичĕ команда хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллĕкĕшĕ тӗллевлӗ хатӗрленнӗ, иккӗшӗ "хутшăнса пӑхма" шут тытнӑ.

Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ

Каникулӑн малтанхи кунӗнче "Линипе ăмӑртни" робототехника енӗпе муниципалитет ӑмӑртӑвне ирттерме йышӑннă. Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен çумӗ А.А. Данилов ачасене пурне те саламланă, вӑл ӑмӑртусенче тата лайӑх каникулта ӑнӑҫу суннă.

Ăмăртăва çичĕ команда хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллĕкĕшĕ тӗллевлӗ хатӗрленнӗ, иккӗшӗ "хутшăнса пӑхма" шут тытнӑ. Ӑмӑрту икӗ тапхӑрпа иртнĕ: пӗрремӗшӗ - хӑйӗн ӗҫне пуҫтарасси, ӑна программӑласси, иккӗмӗшӗ - задание роботпа пурнӑҫласси. Пӗрремӗш тапхӑрта Пăслăкри вăтам шкул ачисем чи хӑвӑрт ӗҫлекен пулнă, иккӗмӗш тапхӑрта чи хӑвӑрт ӗҫлекен робот Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул командин пулнă, икӗ тапхӑр хыççăн вырăнсем ҫакӑн пек пайланнă:

1-мĕш вырӑн – Пăслăкри вăтам шкул;

2-мĕш вырӑн – Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул;

3-мĕш вырӑн – Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ.

Конкурса хутшӑнасси ҫинчен калакан ятлӑ сертификатсене пурне те панă, ҫӗнтерӳҫӗсене вара – Хисеп грамотисем!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Робототехника енĕпе ăмăртусем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: