Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Апрелӗн 2023, 15:00

Пушкӑртстанра производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен гранчӗсен шутне икӗ хут ӳстернӗ

2023 ҫулта грант шучӗ 20 таран ӳснӗ.

Пушкӑртстанра производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен гранчӗсен шутне икӗ хут ӳстернӗ
Пушкӑртстанра производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен гранчӗсен шутне икӗ хут ӳстернӗ

2022 ҫулта пӗрремӗш хут Пушкӑрт Республикинчи патшалӑх колледжӗсен производство вӗрентӗвӗн ӑстисене ҫулленхи вунă грант йӗркеленӗ. 2023 ҫулта грант шучӗ 20 таран ӳснӗ.

- Эпир производство вӗрентӗвӗн чи лайӑх преподавателĕсемпе ӑстисене грант пулӑшӑвне тивӗҫтертӗмӗр, вӗсене 690 пин тенкӗ уйӑрса патӑмӑр. Талантлӑ студентсем валли стипендисен шучӗпе виҫине ӳстерчӗҫ. Халӗ вӑл 5000 тенкӗпе танлашать, - каласа панă Пушкӑрт Республикин Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухувӗнче - Курултайӗнче.

2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем, вӗренӳпе наука ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем туса, 5000 тенкӗ чухлӗ стипенди илӗҫ. Унсӑр пуҫне Пушкӑрт Республикинче 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа квалификациллӗ рабочисемпе служащисене вӗрентсе хатӗрлемелли программӑсем тӑрӑх вӗренекен колледжсен студенчӗсен Стипендине икӗ хут пысӑклатнӑ. Тӳлевсене 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен тÿлеççĕ.

- Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма федераци проекчӗсен шайӗнче те, республика Правительстви чылай пулӑшнӑ чухне те аталантараҫҫӗ. Стратегилле тӗллевсемпе мероприятисем пурте Пушкӑрт Республикинче вӑтам професси пӗлӗвне аталантармалли Стратегире 2022-2026 ҫулсенче хӑйсен вырăнне тупнӑ. 2022 ҫул вӑтам професси пӗлӗвӗн тытӑмӗшӗн, ҫав шутра ҫитес ҫулсенче те аталанакан регионти ҫӗнӗ проект пурнӑҫланипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ пулчӗ, - каласа панă Пушкӑрт Республикин вӗренӳпе наука министрӗ Айбулат Хажин.

 https://selnivi.ru/articles/novosti-respubliki/2023-04-05/v-bashkortostane-postroeno-2-6-tys-km-gazoprovodov-v-1428-naselennyh-punktah-3205868

Пушкӑртстанра производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен гранчӗсен шутне икӗ хут ӳстернӗ
Пушкӑртстанра производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен гранчӗсен шутне икӗ хут ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: