+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пишпÿлек районне икӗ ҫӗнӗ шкул автобусĕ килнĕ. Ҫакӑ шкул автопаркне ҫӗнетмелли федераци программипе пулса тӑнă. Уфара шкул директорӗсене машинӑсен уҫҫисене парас церемоние Радий Хабиров ирттернӗ. Районта ҫӗнӗ автобуссем тытса тӑракансем Кăрканти тата Кистенлĕри вăтам шкулсем пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.